Республикӑн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче Культура ҫулталӑкне халалласа ҫитес юнкун халӑхсем хушшинчи «Культура кӗперӗ» курава уҫма палӑртнӑ. Унта Чӑваш Енри, Тутарстанри тата Турцири пӗрер художникӗн ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑнӗ.
Чӑвашсенчен курава Праски Виттин ӗҫӗсене тӑратӗҫ. Вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Енӗн Ӑслӑлӑхпа ӳнерӗн наци академийӗн чӑн пайташӗ, Чӑваш Енӗн Петр Егоров ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ. Унӑн хисеплӗ ячӗсене тата асӑнса кайма пулать-ха, анчах кирлех-ши? Праски Витти тени те ҫителӗклӗччӗ-тӗр — ара, ун пек те ҫынсем ӑна аван пӗлеҫҫӗ. Хӑй вӑл Вӑрнар район чӑвашӗ.
Тутарстанӑн тата Турцин художникӗн ӗҫӗпе те курав туллин паллаштарӗ.