Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: «Димитриев вулавӗсем» иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 21.01.2014 22:30 | 1279 хут пӑхнӑ
Персона

Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗнче Василий Димитриев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа пуҫласа «Дмитриев вулавӗсем» иртнӗ. Аса илтерме: паллӑ истори тӗпчевҫи пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вилчӗ.

Вулава йӗркелес шухӑша «Атӑлҫи Пӑлхар» историпе культура фончӗн хастарӗсем, И. Яковлев ячӗллӗ педагогика университечӗ тата И. Ульянов ячӗллӗ университет ученӑйӗсем, республикӑн Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе драматурсем асӑннӑ иккен. Форума вара историксемпе таврапӗлӳҫӗсем, ҫыравҫӑсемпе учительсем, студентсем, Василий Димитриев профессора аван пӗлнӗ ҫынсем пырса ҫитнӗ. Тӳре-шарапа депутатсем те хутшӑннӑ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн комитечӗсенчен пӗрин ертӳҫин ҫумӗ Олег Князькин, акӑ, паллӑ профессор вырӑс патшалӑхӗн пӗрлӗхне упраса хӑварассине тӳпе хывнине палӑртнӑ.

Василий Димитриев пирки унӑн ывӑлӗпе кинӗ аса илсе каласа кӑтартнӑ. Тухса калаҫнисен хушшинче ыттисем те пулнӑ. Борис Чиндыков драматург вара, сӑмахран, Василий Димитриев драматург поэзине епле витӗм кӳнине тишкернӗ. Германирен килнӗ Карина Фрис студентка та сӑмах илнӗ. Форума вӗҫленӗ май ӑсчах Шупашкара йӗркелесе яни пирки каласа кӑтартнине ӳкернӗ фильма кӑтартнӑ.

Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен Надежда Тафаева вӗрентекен каланӑ тӑрӑх, форума хутшӑннисем Василий Димитрий ӗҫӗсен тулли пуххине тата «Димитриев вулавӗсен» пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ӑслӑлӑх ӗҫӗсене пичетлеме правительствӑран укҫа ыйтма йышӑннӑ. Ҫӗрпӳ ентешлӗхӗ асӑннӑ хулари тата Шупашкарти пӗрер урама Димитриев профессор ячӗпе пама ыйтнине ырласа яваплисем патне тухма килӗшсе татӑлнӑ. Пуҫласа йӗркеленӗ форума вара ҫулсерен йӗркелессине йӑлана кӗртес тенӗ.

#вулавӑшсем, #наци вулавӑшӗ, #Димитриев вулавӗсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем