Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн ларӑвӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 01.12.2013 16:01 | 1790 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Г. Зотова сӑнӳкерчӗкӗ
Г. Зотова сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗ ӗнер, чӳкӗн 30-мӗшӗнче, чӑваш наци вулавӑшӗнче отчетпа суйлав пухӑвӗ ирттерчӗ. Залра «Краеведение Чувашии: история и культура» кӗнекесен куравӗ те йӗркеленӗччӗ. Унта 2013-мӗш ҫулта таврапӗлӳлӗх темипе кун ҫути курнӑ кӗнекесемпе паллашма май пурччӗ. Отчет пухӑвӗ тӗлне «Умы народа» журналӑн иккӗмӗш номерӗ те кун ҫути курнӑ.

Кун йӗркинче 8 ыйту пулнӑ: академии пайташӗсен ретне ҫӗнӗ ҫынсене илесси, ЧХӐХӲА президенчӗн отчечӗ, ревизи комиссин отчечӗ, асӑннӑ отчетсем тӑрӑх калаҫасси, ҫӗнӗ президент суйлавӗ, ревизи комиссин председательне суйласси, президиум пайташӗсене суйласси, тата ревизии комиссин пайташӗсене суйласси. Пуху пуҫламӑшӗнче академи членӗсем пурнӑҫран уйрӑлса кайнисене ура ҫине тӑрса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫынсене илес умӗн кашни кандидат хӑйӗнпе паллаштарчӗ: чӑвашлӑхшӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакан В.Антонов, С.Петровский, Н.Семенов, П. Сидоров, А. Ефимов, В.Макаров, С. Федотов, Р. Петрова, М. Кузьмина тата ыттисем чӑннипех те академик ретне кӗме тивӗҫлӗ терӗҫ. И.Дубанов вӗсене удостоверени парса чысларӗ. Хисеплӗ академик Виталий Станьял пултаруллсене Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ ят парса чысларӗ.

Халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Евстафьевич Ерагин хӑйӗн докладӗнче организаци ҫулталӑк хушшинче тунӑ ӗҫсене тишкерсе тухрӗ, академин хастар членӗсене тӗрлӗ награда парса чысларӗ, ҫӗнӗ президиума татах та хастартарах ӗҫлеме сӗнчӗ. «Кашни кӗҫнерникун таврапӗлӳ кунӗсем наци библиотекинче иртеҫҫӗ, 20 хутчен краеведенипе ҫырнӑ кӗнекесен хӑтлавӗ ирттернӗ. Тӗллев — чӑвашла картта тӑвасси, ал ӗҫ пултарулӑхне аталантарасси, Чӑваш Республикине ҫӳллӗ шая ҫӗклеме пулӑшасси тата ытти те», — терӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче.

Виталий Петрович Станьял малашлӑхра 8 уйрӑмпа ӗҫлеме сӗнчӗ, кашни пай ӑшӗнче тӗрлӗ секцисем тума сӗнчӗ. Ӑсчаха Шупашкар хулине кӗрсен чӑваш хулинче мар, таҫти ют ҫӗршыва лекнӗ пек туйнине пӑшӑрханса каларӗ, урамсен, лавккасен, учрежденисен ячӗсене ытларах чӑвашла ҫырма сӗнчӗ. Академика чӑваш лицейӗ хупӑнни те пӑшархантарать. Пуху обществӑлла организации лайӑх ӗҫленине палӑртрӗ, унӑн президентне Ерагинах суйлама сӗнчӗ. Ревизи комиссии членӗ пулма 3 ҫынна, президиум членӗсем пулма 12 ҫынна суйларӗҫ.

#вулавӑшсем, #пухусем, #халӑх академийӗ, #чӑваш наци вулавӑшӗ, #таврапӗлӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем