Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Станислав Михайловӑн (Юхтар) ҫуралнӑ кунӗ. Вӑл 1960 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялӗнче ҫуралнӑ.
Станислав Николаевич — живопись ӑсти, график, педагог, Раҫҫей Федерацийӗн художниксен союзӗн членӗ, Чӑваш художникӗсен союзӗн членӗ. 2023 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин халӑх художникӗ ята панӑ. 1992 ҫулта вӑл Нестер Янкас премине, 1993 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши премине тивӗҫнӗ.
Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен 1983 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ.
1983-1998 ҫулсенче тӗрлӗ шкулта учитель, директор пулса тӑрӑшнӑ.
Хӑйӗн ӳнер пултарулӑхӗнче вӑл чӑваш мифологийӗпе архаика культурине тӗпе хурать. Вӑл, сӑмахран, Геннадий Айхи, Ҫеҫпӗл Мишши, Марина Карягина сӑввисене сӑнӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
