Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ Валериан Лебедев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ.
Валериан Степанович Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Киеври консерваторинче тата Раҫҫейен театр ӳнерӗн институтӗнче В.А. Орлов ертсе пыракан чӑваш студийӗнче вӗреннӗ.
1954 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, 1969-1974 ҫулсенче Чӑваш музыка театрӗнче тимленӗ. Тӑван труппӑна таврӑнсан вӑл актёр ӗҫӗпе пӗрлех музыка пайӗн заведующийӗ тата концертмейстер пулса тӑрӑшнӑ.
Вӑл калӑпланӑ сӑнарсем калама ҫук вӑйлӑ сӑнарсем пулса тухнӑ. Сӑмахран, Тибальт («Ромео и Джульетта»), Михетер («Нарспи»), Вожеватов («Бесприданница»), Костылев («На дне»), Тоцкий («Идиот»), Попандопуло («Свадьба в Малиновке»).
Артист 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вилнӗ.
