Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Кӑнна Кушкинче И.Я. Яковлев палӑкне уҫрӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.04.2008 19:05 | 2463 хут пӑхнӑ

Аслӑ патриарх И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнӗ май, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинчи шкул картишӗнче унӑн палӑкне уҫрӗҫ. Хаваслӑ мероприятие Тутарстанран – ТР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ А. Гайнутдинов, ТР вӗрентӳпе наука министрӗн ҫумӗ А.Поминов, ЧНКА председателӗ К.Яковлев, Ҫӗпрел, Пӑва, Аксу районӗсен ЧНКЦ председателӗсем; Чӑваш Енрен – ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Г.Чернова, ЧР Культура министерствин этникӑпа конфесси хутшӑнӑвӗсен тата культура еткерлӗхне упракан уйрӑмӗн ертӳҫи М.Краснов, ЧНК председателӗ Г.Архипов, Шупашкарта пурӑнакан Тутарстан чӑвашӗсен «Пӑлхар» ентешлӗхӗн ертӳҫи Н.Угаслов, чӑваш интеллигенцийӗн представителӗсем; Чӗмпӗртен – Чӗмпӗр облаҫӗн Вӗрентӳ министерствин тӗп специалисчӗ Ф.Улензеева, УОЧНКА председателӗ В.Сваев, Чӗмпӗр хулин ЧНКЦ ертӳҫи И.Гаврилова, асӑннӑ регионсен массӑлла хыпар хатӗрӗсен ӗҫченӗсем тата нумай-нумай хӑнасем килчӗҫ. Вӗсене Теччӗ муниципаллӑ район ертӳҫи М.Ибятов, Ӗҫтӑвком ертӳҫи Н.Зотов, ЧНКЦ председателӗ В.Вирьялов, Кӑнна Кушки ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Гаврилов тата ыттисем кӗтсе илчӗҫ.

Сумлӑ хӑнасем Кӑнна Кушкинчен тухнӑ паллӑ чӑвашсен А.Алган, И.Максимов-Кошкинскин, Тихӑн Петӗрккин, А.Казаковӑн асӑну хӑми умне чечексем хунӑ хыҫҫӑн патриарх ҫуралнӑ ҫурт вырӑнӗнчи часавай умӗнче «Асӑну минутне» ирттерчӗҫ.

Хаваслӑ мероприяти малалла шкул картишне куҫрӗ, кунта тахҫантанпа кӗтнӗ И.Я.Яковлевӑн бюстне (скульпторӗ В.Нагорнов) уҫрӗҫ. Палӑк Шупашкарти «Пӑлхар» ентешлӗхӗн ертӳҫи, «ТУС» строительство компанийӗн генеральнӑй директорӗн Н.Угасловӑн парни. Вӑл пуҫарнипе тата Теччӗ чӑвашӗ Н.Сергеев, муниципаллӑ район ертӳҫи М.Ибятов тӑрӑшнипе Иван Яковлевичӑн бюсчӗ малашне кӑннакушкисене кӑна мар, пӗтӗм чӑваш тӗнчине савӑнтарӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Теччӗ районӗ, #Кӑнна Кушки, #Тутарстан, #И.Я. Яковлев

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем