Республикӑра Германи кунӗсем иртнӗ чух (ун пирки эпир пӗлтернӗччӗ) наци вулавӑшӗнче те тӗрлӗ мероприяти йӗркеленӗ-мӗн. Вулавӑш шучӗпе чи паллӑ пулӑм шутӗнче — «Сассӑр кино + чӗрӗ кӗвӗ» ятпа киноконцерт йӗркелени. Унта Алексей Айгипе Ансамбль 4'33'' хутшӑннӑ.
Геннадий Айхи ывӑлӗ Алексей Раҫҫейри чи паллӑ кинокомпозиторсенчен пӗри пулнине пурте, тен, пӗлмеҫҫӗ те пулӗ. Вӑл — Валерий Тодоровскин «Страна глухих» тата «Любовник» фильмӗсем, Владимир Хотиненкон «Гибель империи» тата «Достоевский» сериалӗсем тата ытти валли музыка ҫыраканӗ.
Наци вулавӑшне Алексей Айхи «Hard Disc» музыка дискӗ тата «ОРДА» фильм валли хатӗрленӗ саундтрека парнеленӗ.