Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Красноармейски муниципаллӑ округа кӗрекен Еншик Чуллӑ ялӗнчи коллектив конкурсра палӑрнӑ. Вӗсем малти вырӑнах тухайман та, анчах унта тивӗҫлипех хутшӑннӑ. Регионсем хушшинчи конкурс ячӗ – «Ҫухалнӑ ҫӑлкуҫ». Еншик Чуллӑ ялӗнчи «Эншей» ушкӑна конкурсра 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ушкӑна ҫухалнӑ ҫӑлкуҫа хӑтланӑшӑн конкурса йӗркелекенӗсемдиплом парса тата 30 000 тенкӗлӗх парнепе савӑнтарнӑ.
Вырӑнти хастарсене каярах Красноармейскинчи вулавӑшра чысланӑ, нумай ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ, ырласа та мухтаса ҫунатлантарнӑ. Кун пирки Вырӑнти хастар Виталий Михайлов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ, коллектива конкурса тивӗҫлипе хутшӑннӑшӑн ӑшшӑн саламланӑ, малашне те маттур пулма суннӑ.
