Чӑваш Енре хатӗр апат фабрики пулӗ
Ку хыпара эпир Чӑваш Енен влаҫ органӗсен официалла порталӗнче хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Шупашкар районӗнче пахча-ҫимӗҫ тирпейлекен цех туса пӗтернӗ. Ҫӗнӗ производствӑна унти «Агрофуд» тулли мар яваплӑ общество уҫнӑ.
Производство 1500 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнать. Унта сехетре 2 тоннӑна яхӑн ҫӗрулми, кишӗр, хӗрлӗ кӑшман, сухан, ыхра тата купӑста тирпейлеме пултарӗҫ.
«Ку цеха уҫни «Хатӗр апат фабрики» мегапроекта пурнӑҫлассин пӗр пайӗ темелле. Ӑна 2030 ҫулччен пурнӑслама йышӑннӑ «Агропродвижение» стратегире пӑхса хӑварнӑ», – тенӗ объекта уҫма хутшӑннӑ чух республикӑн Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов.
«Агрофуд» общество ертӳҫи Сергей Анучин пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятие ҫуса тасатмалли, типӗтмелли, турамалли тата хутаҫа тултармалли хальхи вӑхӑтри оборудованипе тивӗҫтернӗ. Ҫавна туянма 15 миллион тенкӗ ытла укҫа хывнӑ. Цехра вунна яхӑн ҫын ӗҫлӗ.