Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӗмпӗрти хӑна ҫуртне суйлама пулӑшу кирлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.10.2013 14:50 | 1535 хут пӑхнӑ

Ҫак вӑхӑтра «Отель в национальном стиле» (чӑв. «Халӑх стилӗпе илемлетнӗ хӑна ҫурчӗ») конкурс пырать иккен. Унта ятарлӑ проектпа пирӗннисем те тухнӑ. Сӑмахран, Олег Владимиров сӗннӗ «Чӑваш хӑна ҫурчӗ» унта пур.

Олег Владимиров архитектор сӗннӗ проектра 8 пӳлӗмлӗ хӑна ҫурчӗ (унтах кафе пулмалла), ампарпа лаша витине пӗрлештерекен музей, чӑваш мунчи тата ҫуллахи чатӑр пулмалла. Пӗтӗмӗшле ҫак комплекс 2 гектар патнелле йышӑнмалла. Проекта ӑнлантаракан текстра кӑтартнӑ тӑрӑх ҫуртсене чӑвашсен йӑлипе вырнаҫтарнӑ. Музей ҫурчӗ йывӑҫран пулмалла — чӗнтӗр чӳречеллӗ, крыльцаллӑ. Хӑна ҫурчӗ йывӑҫ тата чул ҫуртсен пӗрлӗхне кӑтартса памалла — ҫапла май хулапа ял пӗр-пӗринпе тачӑ тӑни сӑнланмалла. Проекта Чӗмпӗрте пурнӑҫламалла.

Конкурсра халь сасӑлав тапхӑрӗ пырать. Олег Владимировӑн ӗҫӗшӗн сасӑлама ҫак адреспа кӗмелле — hotel2013.archdialog.ru/archives/139, унта Олег Владимировӑн ятне тупмалла та «Vote» ҫине пусмалла.

Конкурса ҫавӑн пекех Шупашкарта пурӑнакан Сакмарова Александра хӑйӗн ӗҫне тӑратнӑ, анчах унӑн ӗҫӗпе сайтра паллашма май ҫук.

#хӑна ҫурчӗсем, #Чӗмпӗр, #сасӑлавсем, #конкурссем

 

Комментари:

2013.10.01 16:31
Аçтахар Плотников
Хальхи вăхăтра Александрăн ĕçĕ те курăнать.
Игорь Сайман // 2467.36.9924
2013.10.01 20:43
Александра Сакмарова ĕçĕ курăнать.
2013.10.01 21:00
Аçтахар Плотников
Хыпар çырнă чухне — çукччĕ. Каярах курăмланчĕ. Конкурса йĕркелекенсем вырнаçтарсах пĕтереймерĕç пуль ун чух.
Александра халь малта пулас...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем