Етӗрне округӗнчи Чаканар пурӑнакан 44 ҫулти арҫын 2019 ҫулта Мари Элте пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ арҫынпа паллашнӑ. 2020 ҫулта вӑл ӑна хӑйӗн хуҫалӑхӗнче ӗҫлеме сӗннӗ. Лешӗ килӗшнӗ.
Вӑл ӑна хӑйӗн патне илсе килнӗ, пурӑнма юрӑхсӑр ҫӗрте вырнаҫтарнӑ та кашни кун стройка, ҫӗр, ытти ӗҫпе ӗҫлеттернӗ. Анчах укҫине тӳлемен, йӗркеллӗ апат ҫитермен. Ӗҫлеме килӗшмесен вара хӗненӗ.
2023 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑл тепӗр арҫынна илсе килнӗ, Шупашкарта стройкӑна вырнаҫтарма шантарнӑ. Анчах ӑна та леш арҫын пек тӳлевсӗр ӗҫлеттернӗ, выльӑх пӑхтарнӑ.
Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче ҫав икӗ арҫын тарма пултарнӑ, пӗлӗшӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем вара кун пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ.
Етӗрне арҫынни тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухӗ.