Ку цифрӑна социологи ыйтӑмӗ ирттерни ҫине таянса калаҫҫӗ. Раҫҫейӗн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Николай Никифоров «Россия 24» телеканала пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах 2 миллион ҫын урӑх компание куҫасшӑн тесе тӗшмӗртнӗ пулсан, соцыйтӑм ҫурри урӑх оператор пирки ӗмӗтленнине ҫирӗплетнӗ иккен.
Аса илтеретпӗр, карас ҫыхӑнӑвӗн «чуринчен» тухма ирӗк паракан саккуна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче алӑ пуснӑччӗ. Унта ҫынсене пӗр оператортан теприн патне унччен илнӗ телефон номерӗпех куҫма май парасси ҫинчен сӑмах пырать.
Карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен компанисен ҫӗнӗ пулӑшӑва кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Анчах ку вӗсене питех тивӗҫтермест иккен. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме май пуррине «Теле-2» тата «Мегафон» компанисем кӑна хальлӗхе тӗрӗслесе пӑхнӑ иккен. Ҫӳлерех асӑннӑ ведомство ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, пурте хатӗрленсе ҫитессе кӗтмесен те юрать, хатӗррисем патне кӑна куҫма ирӗк парсан та аван. Пӗр оператор патӗнчен теприн патне куҫнишӗн ҫынсен 100 тенкӗ кӑна тӳлемелле пулать теҫҫӗ.