Вӑрнар округӗнчи Эльвира Чугунова йӑлтах туса ӗлкӗрет: виҫӗ ывӑлне тата мӑнукӗсене воспитани парать, кил хуҫалӑхне тытса пырать, вӑкӑрсем самӑртать, Кӳстӳмер шкулӗнче физкультура предметне ертсе пырать тата ял спорчӗн вӑййисенче ҫӗнтерет.
Эльвира чи лайӑх трактористка ятне илнӗ. Вӑл МТЗ-82 тракторпа чӑрмавлӑ ҫулпа 2 минут та 47 ҫеккунт кайса малти вырӑна йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл 16 килограмм таякан кире пуканне 3 минутра 70 хутчен ҫӗклесе палӑрнӑ, 2 ҫухрӑм йӗлтӗрпе чупса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Эльвира ял спорчӗн вӑййисене 20 ҫул хутшӑнать, республика шайӗнчинче 6 ҫул вӑй виҫнӗ. Юлашки ултӑ ҫулта пӗрремӗш вырӑнсем кӑна йышӑннӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Эльвира Чугунова округ шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсра лауреат пулса тӑнӑ.