Шупашкарта пурӑнакан арҫын машина туянас тесе улталаннӑ. 2021 ҫулта туса кӑларнӑ «Шевроле Малибу» машина хакӗн пӗр пайне тӳлетӗп тесе вӑл 665 пин тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ.
Ултавҫӑсен капкӑнне 24 ҫулти каччӑ лекнӗ. Вӑл тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче «Шевроле Малибу» машинӑна килӗштернӗ. Сутаканни автомобиль Польшӑра тесе пӗлтернӗ. Суту-илӳ килӗшӗвне ӑна мессенджерсенчен пӗринпе ярса панӑ. Шупашкар каччи машинӑшӑн икӗ ӑстрӑмпа 665 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Тепӗр темиҫе кунтан ун патне «Арсен» шӑнкӑравланӑ, машинӑшӑн тӳлесе татма ыйтнӑ, мӗншӗн тесен ҫавна пула таможньӑра йывӑрлӑх сиксе тухнӑ тесе каланӑ. Кун пек юптарнине илтсен каччӑ хӑйне улталанине ӑнланса илнӗ.