Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Пётр Осипов драматург, театрӑн пӗрремӗш актерӗсенчен пӗри ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Сурхури сӑри» спектакль кӑтартӗҫ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, «пьесӑра пулса иртекен пӑтӑрмахсем 1917 ҫулхи революци саманипе ҫыхӑннӑ пулсан та, тӗп вырӑнта чӑваш ялӗнчи ҫынсен хутшӑнӑвӗсем. Унӑн жанрне «детективлӑ триллер» теме те пулӗ. Режиссерпа художник, композитор сюжетри вӑхӑтпа усӑ курса, халӑхӑн илемлӗ йӑлисене кӑтартма шутланӑ. Ку вара хальхи куракансемшӗн ҫав тери кӑсӑклӑ».
Ку ӗҫе режиссёр ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнӗ тӗле хатӗрленӗ пулнӑ. Унӑн режиссёрӗ — Наталья Сергеева, художникӗ — Наталья Зверева, музыкине Лолита Чекушкина ҫырнӑ.
Спектакле кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.