Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Юбилей ҫывхарать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.03.2008 13:05 | 1999 хут пӑхнӑ

Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ТР Культура министерствинче чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене хатӗрленес тӗлӗшпе республикӑри йӗркелӳ комитечӗн канашлӑвӗ иртрӗ. Ларӑва йӗркелӳ комитечӗн председателӗ, ТР Премьер-министрӗн ҫумӗ – культура министрӗ Зиля Валеева ертсе пычӗ. Вӑл чӑвашсен аслӑ патриархӗ чӑвашсемшӗн кӑна мар, ку тӑрӑхра пурӑнакан ытти чылай халӑхсемшӗн те сахал мар тунине палӑртрӗ.

Теччӗ муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ Мухаррям Ибятов И.Я. Яковлев юбилейне хатӗрленес ӗҫсем еплерех пыни ҫинчен каласа пачӗ. Ун сӑмахӗсенчен, Кӑнна Кушки ялӗнче вырӑнти шкул тата музей ҫурчӗсене юсаса пӗтернӗ, шкул картишне тата ялӑн тӗп урамне йӗркене кӗртнӗ.

– Халӗ пӗрремӗш чӑваш театрне йӗркеленӗ И.С. Максимов-Кошкинский, Александр Алга, Анна Казакова, Тихӑн Петӗркки тата ку ялта ҫуралса ӳснӗ ытти паллӑ чӑвашсен мемориал-экспозицийӗсене ҫӗнетес ӗҫсем пыраҫҫӗ, – тесе пӗлтерчӗ Теччӗ районӗн ертӳҫи.

ТР ЧНКА председателӗ Константин Яковлев чӑваш патриархӗн юбилейӗ тӗлне «Шурӑмпуҫ» журналӑн ӑна халалланӑ ятарлӑ номерне пичетлесе кӑларма сӗнчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#И.Я. Яковлев, #мероприятисем, #Тутарстан, #юбилейсем, #Кӑнна Кушки, #Теччӗ районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем