Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Марат Никитин Юхма Мишшин повеҫӗ тӑрӑх ӳкернӗ фильм проката тухать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 24.10.2024 11:33 | 1521 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ режиссер Марат Никитин Юхма Мишшин «Несжатый сноп незасеянного поля» повеҫӗ тӑрӑх «Истори деда Азамбая» ятлӑ фильм ӳкернӗ. 62 минута тӑсӑлаканскер юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче проката тухӗ.

Кинона кинозалсенче, ҫав шутра округсенче те, курма пулать. Билет 200 тенкӗ тӑрать, ӑна «Пушкин карттипе» те туянма май пур. Тӗп роле Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов вылянӑ. Сюжечӗпе кӗскен паллаштарар.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 4 ҫул иртнӗ. Ватӑ Азамбай пӗртен-пӗр ывӑлӗ Илепер вӑрҫӑра пуҫ хунине халӗ те ӗненмест. Унӑн шӑпине пӗлес тесе вӑл Мускава ҫыру та янӑ, хурав кӗҫ-вӗҫ ҫитмелле. Илепере савнийӗ Силимпи те кӗтет. Вӑл ӑна фронтран кӗтсе илме шантарнӑ-ҫке-ха. Сӑртлӑ вырӑнта Илепертен юлнӑ пӗртен-пӗр япала пур: вӑл лартнӑ йывӑҫ. Унпа юнашарах Силимпин йывӑҫӗ ешӗрет. Ывӑлне кашни кун кӗтекен Азамбай йывӑҫ патне кайса унпа сехечӗ-сехечӗпе калаҫать.

Пӗррехинче йывӑҫ патӗнчен таврӑнсан Азамбай чирлесе ӳкет. Ун чухне тӗлӗк курать: вӑл тупӑкра выртать пек, унпа юнашар тахҫанах вилнӗ аслашшӗ Акмарса утса ҫӳрет. «Санӑн ҫакӑ хуйхӑ-и? Пӗр ывӑл ҫеҫ вӑрҫӑран таврӑнман! Манӑн ав пиллӗкӗшӗ килмерӗ. Намӑс пулмалла сана, Азамбай!» _ тет вӑл мӑнукне. «Вӑл манӑн пӗртен-пӗр ывӑлӑм-ҫке. Илепер вилнӗ тӗк манӑн йӑх тӑсӑлмӗ», _ хуравлать Азамбай.

Силимпипе Илепер пӗрлешсе ӗлкӗреймен пулин те Азамбай хӗре кинӗ вырӑнне йышӑнать. Вӑл пикене Илеперӗн тусӗ Сентиер куҫ хывнине сисет. Кӗҫех Мускавран питӗ кӗтнӗ ҫыру ҫитет. Азамбай савӑннипе Силимпи патне чупать. Анчах ҫырури йӗркесем вӗсене ҫапса хуҫаҫҫӗ: Илепер госпитальте вилнӗ.

Азамбай хуйхине пусарас тесе ывӑлӗ лартнӑ йывӑҫ патӗнче сак ӑсталама шухӑшлать. ӑна Сентиер пулӑшать. Ҫав вӑхӑтра каччӑ Илепер ун патне янӑ юлашки ҫӑрӑва туртса кӑларать те вуласа парать. Илепер хӑй вилсен тусне Сентиера Силимпие качча илме, ашшӗне хӗре ҫураҫмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Азамбай ывӑлӗ каланине пурнӑҫлать. Кун хыҫҫӑн вӑл сӑрт ҫине кайса Силимпин йывӑҫне касать…

+амрӑксен туйӗнче пӗтӗм ял савӑнать. Пӗрре Азамбай тӗлӗк курать. Ывӑлӗ чӗрӗ пек, вӗсем акнӑ ана тӑрӑх утаҫҫӗ. Ашшӗ савнийӗн йывӑҫне каснине пӗлсен Илеперӗн кӑмӑлӗ хуҫӑлать, вӑл ҫаврӑнса утать. Азамбай тинех хӑй йӑнӑш тунине ӑнланать, унӑн йывӑҫа касмалла пулман…

#культура, #фильмсем, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #ҫыравҫӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2791.7.8891
2024.10.24 16:05
Agabazar
Юхма Мишши вырăсла калавсем те çырать-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем