Чӑваш Енре пурӑнакан Владимир Дряблов амӑшне курма велосипедпа каясшӑн. Хӗрарӑм 1 пин километр ытла аякра, Волгоградра, пурӑнать. Арҫын амӑшне ҫуралнӑ кунпа саламлама велосипедпа ҫитесшӗн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӑна ашшӗ, асламӑшӗ тата аслашшӗ ӳстернӗ. Амӑшӗ Волгоградра пурӑннӑ, ача ун патне ҫуллахи каникулта ҫеҫ кайма пултарнӑ.
«Аннепе ирттернӗ вӑхӑта эпӗ ӑшшӑн аса илетӗп. Ача чухне велосипедпа ярӑннӑ чухне ун патне хам тӗллӗн ҫитме ӗмӗтленеттӗм», — каласа кӑтартнӑ Владимир. Паян вӑл — ӑнӑҫлӑ юрист, педагог, бокс енӗпе Чӑваш Ен чемпионӗ тата марафонец.