Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: ЧНК улшӑнӗ-ши?

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.08.2013 17:49 | 1398 хут пӑхнӑ
Николай Лукианов
Николай Лукианов

Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтепӗрӗн администраци ертӳҫи Александр Иванов ЧНК ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ иккен, унта вӗсем конгресӑн пуласлӑхне сӳтсе явнӑ.

Тӗлпулӑва культура министрӗ Вадим Ефимов, ЧНК президенчӗ Геннадий Архипов, «Хыпар» издательство ҫурчӗн ертӳҫи Алексей Леонтьев, ЧНК ӗҫтӑвӑм комитечӗн председателӗ Константин Портнов тата Николай Лукианов юрист хутшӑннӑ. Кӑсӑклӑ самант — культура министерствинчен яланах тенӗ пек хутшӑнакан Михаил Краснова тата Архипов чирлӗ вӑхӑтра ЧНК президенчӗн ӗҫне туса пынӑ Валерий Клементьева (Архипов вырӑнне вӑл талпӑнать теҫҫӗ) чӗнмен иккен.

Тӗлпулура Александр Иванов конгресс ӗҫне сивленӗ, Элтепӗр администрацийӗн ертӳҫине уйрӑмах ЧНК политикӑпа экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлеменни, ытларах фольклорпа кану енне сулӑнни килӗшмен.

Клементьев вырӑнне Лукианова чӗнни те ҫитес суйлавра тӳре-шара ЧНК ертӳҫинче Николай Лукианова ҫӗнтерессе шанни сисӗнет. Паллах, хӑй вӑхӑтӗнче ЧАП партие ертсе пынӑ паллӑ юрист конгресс президенчӗн пуканне йышӑнсан ЧНК-ра улшӑнусем пулса иртмеллех.

#ЧНК, #тӗлпулусем, #суйлавсем, #политика

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1235.html
 

Комментари:

Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.23 18:00
Питĕ кăмăллă сăнӳкерчĕк. 5 çул ытла та иртрĕ Юкур Кулине курманни.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.11 18:36
Темле шухăшлă ĕнтĕ Якур Кулли. Сăрана бокал ăшне питĕ хитре ярса парать. Ĕçсем те çавнашкал хитре пуласса шанас килет. Пĕр япала кăсăклантарать. Конгресс ĕçĕпе Микулай Кенки( Архипов)чирлесе кайсан кăна тарăнрах кăсăкланма пуçларĕ. Маншăн пулсан кирек кам пултăр-ха, пĕр вĕтĕ( мелкий воришка) сутăнчăк ан пултăр хуть.
Серте Унтри // 2346.70.7890
2013.10.11 22:06
Очередное шоу, не более того. Если в наших душах полное равнодушие друг к другу, ЧНК это посмешище. Я уже писал мы чуваши не диаспорирующие и конгрессирующие, мы концертирующие и гастролирующие люди.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем