Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Муркаш округӗнчи Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче Йӳҫкасси пуххи иртнӗ. «Ку уяв Турӑ ҫул тӳпене улӑхнӑ кун ячӗпе иртет. Шел те, юлашки ҫулсенче уяв манӑҫма та пуҫланӑ, анчах тӑрӑхри пуҫаруллӑ ҫынсем тӑрӑшнипе ӑна кӑҫал ҫӗнӗрен чӗртсе тӑрӑтса муниципалитет шайӗпе туса ирттерчӗҫ. Малашне вӑл «Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем» халӑх пултарулӑхӗсен фестивалӗ ятлӑ пулӗ». — хыпарланӑ Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи вӗрентекен Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Уява эстрада, фольклор, ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑнса халӑха хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарнӑ.