Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче Ишек ярмӑркки иртрӗ.
Ишек пасарӗн директорӗ Лариса Кудряшова палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, кӑҫалхипе 244-мӗш хут пуҫтарӑнать вӑл тӑрӑхри халӑх Ишек ярмӑрккине.
Ярмӑрккӑна вырӑнти тӳрӗ-шараран округ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владиммр Михайлов тата Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов пынӑ. Тухса калаҫакансем пурте чӑвашла калаҫрӗҫ. Владимир Михайлович та хӑйӗн саламлӑ сӑмахне тӑван чӗлхепе пуҫларӗ.
Программӑна ертсе пыраканни ҫеҫ темшӗн вырӑсла калаҫрӗ. Баннера та, сӑмах май, вырӑсла хатӗрленӗччӗ.
Ярмӑрккӑра вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем, чӑваш эстрада юрӑҫисем (Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Стас Владимиров тата Катя Петрова, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Алексей Шадриков, Дмитрий Никифоров) хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пурте чӗрӗ сасӑпа юрларӗҫ.
Agabazar // 4041.68.8413
2024.06.10 11:47 | |
Сăмах май. |