Авӑнӑн 2-мӗшӗнчен те пирӗн телевидени ҫӗнӗ передачӑпа пуянланать. Чӑваш чӗлхипе кӑларма тӑкаклӑрах е наци чӗлхине пӗлекен шӑпӑрлансем ҫукпа пӗрех тесе шутланине кура пулмалла, ҫӗнӗ передача вырӑсла пулӗ. «Акилбупсер» ҫӗнӗ передача 20:30 сехетсенче эфира тухма тытӑнӗ. «Кун пек ята ӑҫтан шутласа кӑларма пултарнӑ?» текенсем вара хуравне передача ятне хыҫалтан малалла вуласан пӗлме пултарӗҫ.
Ҫак программӑран республика шӑпӑрланӗсем шкулти хыпарсене пӗлсе тӑма, пултаруллӑ тантӑшсемпе паллашма тата хӑй вӗренекен класӗ е кружок ҫинчен каласа пама пултарӗҫ.
Программа ертӳҫи «Куча мала!» тата «Бухты-барахты» ача-пӑча передачисен авторӗ — Мария Шоклева. Ҫитес кӑларӑмсенче ҫамрӑк корреспондентсем «класа ҫӗнӗ вӗренекен пек кӗни еплерех вӑл?» ыйтӑвӑн хуравне хӑйсен тӗслӗхепе кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне ачасенчен вак-тӗвек ҫиневӗсем мӗн чухлӗ тӑкакланине тӗпчесе пӗлӗҫ, чӑн-чӑн министртан тата республикӑри ытти паллӑ ҫынсенчен интервью илӗҫ.
Хыпарсемпе паллаштарма е сюжет темине сӗнме кӑмӑл тӑвакансем ҫак телефон номерӗпе 64-11-11 шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Сӗнӳсене йышӑнаҫҫӗ пулсан, манӑн хамӑн та телевиденийӗ шӑнкӑравлас кӑмӑл пур. Республика Элтеперӗ Шупашкара «чӑвашлатма» шутланӑччӗ мар-и? Вара мӗншӗн тата Чӑваш наци телевиденийӗнче вырӑс передачисен йышӗ ӳсет? Кайран вара «мӗншӗн ачасем вырӑсла пуплесшӗн кӑна» тесе ӗнсисене хыҫса лараҫҫӗ.
Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.21 12:14 | |
Мускав инçекуравĕ вырăссене çитмест пулĕ? | |
Agabazar // 6217.3.4414
2013.08.21 14:10 | |
Ыйтмалла мускавсенчен (1-мĕш канал, НТВ т.ыт.те), кăларса паччăр пирĕн ачасем валли чăвашла передачăсем. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç теççĕ. | |
Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.21 18:33 | |
Пачах та урăхла. Вырăссене яланах пурте сахал. |