Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк тӗнчине тата уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗсене сыхлас енӗпе ӗҫлекен дирекци ӗҫченӗ сайра тӗл пулакан кайӑка ӳкерсе илме пултарнӑ.
Геннадий Исаков куҫӗ тӗлне Хӗрлӗ кӗнекери хура аист лекнӗ. Ку кайӑк Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейӗн Европа пайӗнче те питех те сайра тӗл пулать.
Аист Чӑваш Енре йӑва ҫавӑрнине юлашки хутчен иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче асӑрханӑ. Юлашки ҫулсенче ҫав кайӑка пирӗн тӑрӑхра каллех куркалама пуҫланӑ.