Ҫанталӑк ака уйӑхӗнчи пек сивӗ тӑрать. Ӗнер кӑштах ӑшӑтнӑ-ха, анчах паян ав Атлантика циклонӗ килнӗ – кӑнтӑр районӗсенче ҫумӑр ҫунӑ, ҫурҫӗр енче – йӗпе юр. Ҫил вӑйланнӑ, вӑл кӑштахлӑха ӑшӑ илсе килӗ.
Юнкун ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи районсенче йӗпе юр ҫӑвӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хӗвеллӗ, анчах сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Юр вӑхӑтлӑха ирӗлмесен те пултарать. Ҫил ҫурҫӗр енчен ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Ку эрнере питех ӑшӑтмӗ. Эрне вӗҫнелле кӑна 10-15 градус таран ӑшӑ пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-10-мӗшӗсенче ҫӗрле шӑнтӗ.