Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Санькасси ялӗнче халӑхпа пуху ирттернӗ чух вӑрҫӑнса кайнине, пухӑва ӳкерсе тӑракан пӗр сусӑртан телефон туртса илме хӑтланнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паянхи пресс-конференцие ҫав ҫынна хӳтӗлесерех калаҫрӗ. Пуҫлӑх йӗрке хуралҫисен ячӗпе заявлени ҫырса панӑ иккен.
Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, МИХсем пӗр енлӗрех хыпарланӑ. «Каччи ҫамрӑк», ун пурнӑҫне пӑсса хуни аван мар. Вӑл унччен, Канаш районӗнче ӗҫленӗ чухне, ырӑ енӗпе палӑрнӑ-мӗн. «Чи лайӑх муниципалитет практики» федераци конкурсӗнче икӗ хутчен ҫӗнтернӗ иккен.