Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Санькасси ялӗнчи ҫынсемпе пуху ирттернӗ чухне кӑшкӑрашма пуҫлани, телефон ҫине видео ӳкерекен сусӑра ҫапни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак видео тӗнче тетелне лексен ӑна халӑх сӳтсе явма пуҫларӗ.
Рф Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Быстрыкин ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерме, кун пирки хӑйне хыпарласа тӑма хушнӑ.
Сӑмах май, ҫак кунсенче Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ регионти телекурава интервью панӑ, хӑй тӗрӗс мар хӑтланнине йышӑннӑ.