Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи мониторинг кӑтартнӑ тӑрӑх, халӑхран 1 литр сӗте 22,6 тенкӗпе пуҫтараҫҫӗ. Пӗлтӗр ку вӑхӑтра хак 22,4 тенкӗпе танлашнӑ. Апла сӗт хакӗ 20 пус ӳснӗ.
Пӗлтӗр пуш уйӑхӗнче Раҫҫейӗпех халӑхран пухакан сӗт хакӗ чакнӑ. Ҫакна санкцисем пулнипе, суту-илӳре сӗт юр-варӗ нумайланнипе, халӑх сӗт-турӑх таврашне сахалрах туянма пуҫланипе сӑлтавланӑ. Кайран вара ҫулла ҫитнӗ - ӗнесем симӗс курӑк ҫине тухса сӗт ытларах антарма тытӑннӑ. Ҫакна пула та хак чакнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри округӗсенче сӗтшӗн ытларах тӳлеҫҫӗ - 1 литршӑн 26 тенкӗ таран. Чи пӗчӗк хаксем - Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ, Вӑрмар округӗсенче: унта пӗр литр сӗте 19 тенкӗрен пуҫласа 21 тенкӗ таран хакпа туянаҫҫӗ.