Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка муниципаллӑ округсем ҫак пулӑма тахҫантанпах кӗтнӗ. Икӗ округа ҫыхӑнтаракан ҫула тинех уҫнӑ.
Эппин, халӗ ҫак икӗ муниципаллӑ округра пурӑнакансем ҫул ҫинче 1,5 сехет таран сахалрах ирттерме пултараҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, республикӑра хытӑ сий сарман ҫулсене, асфальт ҫула ҫыхӑнтаракансене, пӗтерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тепрехинче Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай округӗсенчи 3,5 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫула асфальт сарасшӑн. Унашкаллисем Вӑрнар, Красноармейски, Йӗпреҫ, Пӑрачкав округӗсенче те пур.