Синоптиксем Ҫӗнӗ ҫула ҫанталӑк мӗнле пулассине пӗлтернӗ. Прогноз унчченхинчен улшӑннӑ.
Раштавӑн 30-31-мӗшӗсенче Шупашкарта 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать. Сывлӑш температури 5-10 градус сивӗ пулӗ.
Ҫӗнӗ ҫул каҫхине пирӗн пата Хӗл мучи сивви ҫывхарӗ. Циклон кайӗ, раштавӑн 31-мӗшӗнче ҫӗрле 10-12 градус сивӗ тӑрӗ, ирхине вара – 12-17 градус сивӗ.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче юр ҫӑвӗ. Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнченпе кӑнтӑрла 17-22 градус сивӗ тӑрӗ, ҫӗрлесерен – 30 градус сивӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каникулта сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче кӑна юр ҫӑвӗ, ӑшӑтӗ.