Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ хӑшӗсем. Ӑслӑлӑхпа техника аталанӑвӗ пирки мар-ха... Конкурс тесен тем те пӗр шухӑшласа тупни тӗлӗнтерт.
Шупашкарта, акӑ, хӗрсем машина ҫӑвассипе конкурс йӗркеленӗ-мӗн. Ҫурма ҫарамасланнӑ та (хам кайса курман-ха, ӳкерчӗксем тӑрӑх ӑнланма пулать) вӗсем ӗҫе пуҫӑннӑ. Вӗсене пӑхма тем тӗрлӗ машина пырса ҫитнине пӗлтереҫҫӗ. Пухӑннӑ 40-е яхӑн автомобиль хушшинче ИЖран тытӑнса «Мерседес Бенц» таранах пулнӑ-мӗн.
«Эпир ку мероприятие водительсен тӗксӗм кунӗсене илемлетме пухӑнтӑмӑр», — тенӗ конкурс йӗркелӳҫи Дмитрий Матвеев. Унта хӑйсен клубӗн чи чипер пикине суйланӑ. Ҫак ята тивӗҫессишӗн хӗрсем машина кӑна ҫуман, ташласа та кӑтартнӑ. Йӗркелӳҫӗсем вӗсен илемне, авкаланма пултарнине тата машина ҫунине кура хакланӑ имӗш. Ҫӗнтерме вара Татьяна Вастеева пултарнӑ. «Ачаранах атте машинне ҫуса ӳснӗ те эпӗ ҫавӑнтанпа машинӑсене юрататӑп. Кунта хитре машинӑсемпе илӗртӳллӗ каччӑсем нумай. Тирпейлӗхе кӑмӑллатӑп. Ҫакӑ ҫӗнтерме пулӑшрӗ те», — тенӗ вӑл.