Паллӑ «Катюша» юрра тӗнчери тӗрлӗ чӗлхепе шӑрантараҫҫӗ. Халӗ ӑна чӑвашла та куҫарнӑ. Пуҫаруҫисем – Халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн хастарӗсем. Ҫак юрра ахальтен суйламан. Кӑҫал вӑл халӑх ҫине тухнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ.
Михаил Исаковский ҫырнӑ сӑвва чӑвашла Чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи куҫарнӑ. Сӑвӑҫ каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна хӑвӑрт хатӗрленӗ. Чӑвашла «Катюшӑна» вара Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем юрлаҫҫӗ.
Agabazar // 2988.92.6009
2023.12.04 14:35 | |
Пĕрремĕш куплета куçарса «Чăваш халăх канашлăвĕн» хурал кĕтесĕнче вырнаçтарнăччĕ. | |
Agabazar // 2988.92.6009
2023.12.04 14:37 | |
Паллах, тӗрлӗ концепцие тӗпе хурса куҫарма пулать. Ҫеҫке ҫурнӑ улмуҫҫи те груша, Айлӑм тӑрӑх явӑннӑ тӗтре Ҫыран ҫийӗн сарӑ хӗр Катюша Шӑрантарнӑ юррине хитрен. Раиса Сарпин хальхи куҫарӑвне те илсе кӑтартасшӑнччӗ, анчах та видео-аудиопа паракан текста хӑлхана чикме кансӗртерех. Ну, кунта Катюша тенине ҫаплах хӑварнӑ. Анчах та вӑл ята «чӑвашлатса» та ҫав халлӗн текста кӗртме пулать. | |
Agabazar // 2988.92.6009
2023.12.04 14:54 | |
Ҫеҫке ҫурнӑ улмуҫҫи те груша,
| |
Agabazar // 2988.92.6009
2023.12.04 15:01 | |
Ҫеҫке ҫурнӑ улмуҫҫи те груша,
Йӑсӑрланнӑ айлӑмра тӗтре. Ҫыран ҫийӗн сарӑ хӗр Катюша Шӑрантарнӑ юрӑсем хитрен. Вӑл юрланӑ сӑрӑ ӑмӑрткайӑк Ҫеҫен хирӗн явӑнни тавра. Савнӑ тусӗ аса килнӗ майӑн, Сӑнарланнӑ ку та юрӑра. | |
Agabazar // 2988.92.6009
2023.12.04 15:04 | |
Ку куҫарӑва Хурал кӗтесӗнче, 13.11.2022 19:47 тӗлӗнчи комментарире тупма пулать. https://chuvash.org/chat#chat Каялла нумаях каймалла мар, часах тупӑнать. | |
Agabazar // 2988.92.6009
2023.12.04 16:34 | |
Тепĕр куплечĕ куçарăвĕ, халь çеç ăсталанăскер, ак çакнашкал пулать:
Ах, эс, юррăм, хĕрупраç юррийĕ, Хĕвелпе вĕç, хыççăн хăвала Чикĕри салтакшăн пулĕ кирлĕ Вĕçсе çитнĕ çавнашкал салам. | |
Ялтан // 3652.86.3709
2023.12.04 16:54 | |
Эх,ҫамрӑксем, Катюшӑна миҫе ҫул каялла тата миҫе ҫын чӑвашла куҫарнине пӗлетӗр-ши эсӗр.Сарпи пач та пӗрремӗш мар. | |
Agabazar // 2988.92.6009
2023.12.04 17:01 | |
Малалла ак çапла пулма пултарать:
Сар хĕре салтакĕ аса илĕ Илтĕ унăн янкăс юррине. Çĕршыва куллен вăл куç пек сыхлĕ, Упрĕ сар хĕр хăй юратăвне. Ҫеҫке ҫурнӑ улмуҫҫи те груша, Айлӑм тӑрӑх явӑннӑ тӗтре Ҫыран ҫийӗн сарӑ хӗр Катюша Шӑрантарнӑ юррине хитрен. |