Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Йӑлкӑш ял тӑрӑхӗн хыпарӗсем.

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
tvn 16.02.2008 13:24 | 1991 хут пӑхнӑ

Ял тӑрӑхне ултӑ ял кӗрет: пурӗпе вӗсенче 1012 ҫын пурӑнать. Юлашки тапхӑрта халӑх йышӗ пӗр шайрах тӑрать. Ӗҫлеме ытларах Элӗке, хуласене каяҫҫӗ. Сӗт-ҫу тата аш-какай туса илес хресчен-фермер ӗҫлевӗ сарӑлса пырать. Килти хушма хуҫалӑха аталантарас тӗллевпе ял ӗҫченӗсем 3,7 миллиона яхӑн тенкӗ кивҫен укҫа туяннӑ.

Ялсене ҫитме хале ҫӑмӑл. Ярушка ялӗсӗр пуҫне, пурӑну вырӑнӗсене асфальт такӑр ҫулӗ ҫывхартать. Сарплат ялӗнче вара пӗр урамне те асфальтланӑ.

Ҫуралнӑ тавралӑха юратса «Чи лайӑх ял», «Чи лайӑх урам», «Чи лайӑх килти хуҫалӑх» ӑмӑртусем ирттереҫҫӗ. Хальхинче Тимӗрҫкасси ялӗ, Григорий Федоров (Уйкас ялӗ) сумлӑ ятсене ҫӗнсе илчӗҫ.

Сарплат ялӗнче пулас ҫу уйӑхӗсенче пӗве тасатма татса хунӑ. Мӑн Йӑлкӑшра ача-пӑчасен выляв-спорт лаптакӗ тума палартнӑ.

Анчахрах шкул спорт залӗнче ялсем хушшинче волейбол вӑййипе ӑмӑрту иртрӗ. Пӗрремӗш вырӑна Пӗчӗк Йӑлкӑш ялӗн яш-кӗрӗмӗсем тухрӗҫ.

Ҫаплах ҫынсем хавхаланса ял кунӗсене уявлаҫҫӗ.

Ҫакӑн пек пурнӑҫ тӗрӗкленсе илемленсе пыни ҫынсен чунне килентерет, малалла мӑнаҫ утӑм хушать.

#Тимӗрҫкасси, #Сарплат, #Мӑн Йӑлкӑш, #Пӗчӗк Йӑлкӑш, #Элӗк районӗ, #Уйкас, #Ярушка, #Йӑлкӑш ял тӑрӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем