Республика тӗп хулинче парӑмлӑ ҫынсемпе суд приставӗсен калаҫӑвӗ кӗске. Парӑмсене укҫа-тенкӗпе татса памасан килти пурлӑхпа сывпуллашма лекет.
Ак, тӗслӗхрен, коммуналлӑ тӑкаксене татса паманнишӗн Мускав районӗнче пурӑнакан арҫын хӑйӗн «Вольво» маркӑллӑ ураписӗр тӑрса юлнӑ, лешне арҫын парӑмӗсене саплаштарас тесе суд приставӗсем арестленӗ.
Тата тепӗр парӑмлӑ арҫына 5 кунлӑх арестленӗ. Вӑл иккен хӑйӗн патне ҫул йӗркине пӑснишӗн килнӗ 15 административлӑ штрафа тӳлесе татман, ҫавӑнпа та унӑн явапа ҫакнашкал тытма тивнӗ.
Саккун йӗркисене арҫынсем кӑна мар, хӗрарӑмсем те пӑсни тӗл пулать. Сӑмахран, Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗри ӗҫрен тухнӑ хыҫҫӑн хӑйне уйӑрса панӑ пӳлӗмне пушатма килӗшмен. Мускав районӗн сучӗ хӗрарӑма тепӗр пурӑнмалли ҫурта тупмасӑрах пӳлӗмрен кӑларма йышӑннӑ. Хайхи вара суд йышӑнӑвне те пурнӑҫлама васкаман иккен, ҫавӑнпа та приставсем ӑна йӗрке тӑрӑх вӑйпа кӑларса янӑ.