Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗнӗ техника туянсах тӑраҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсен тата ытти йышши техникӑн тӑрӑмне пӑхса тӑракан патшалӑх инспекцийӗ хыпарлать.
Сӑмахран, Елчӗк муниципаллӑ округне кӗрекен Элпуҫ ялӗнче вырнаҫнӑ «Эмметево» хуҫалӑх нумай пулмасть «ZOOMLION» ятлӑ 160 лаша вӑйӗллӗ трактор туяннӑ. Китайра кӑларнӑ ҫак тракторсӑр пуҫне «Эмметево» тулли мар яваплӑхлӑ пӗрлешӳ утӑ уйӑхӗнче «ACROSS-585» тырӑ выракан комбайнпа тата пахча-ҫимӗҫ пухакан РСМ-100 «ДОН-680М» комбайнпа пуянланнӑ. Елчӗк тӑрӑхӗнчи тепӗр хуҫалӑх та — Хмелев П.А хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ — ҫӗнӗ тракторлӑ пулнӑ.
Вӑрнар муниципаллӑ округра Карл Марк ячӗллӗ ЯХПК ҫӗнӗ трактор туяннӑ. Вӗсене пурне те патшалӑх техника тӗрӗслевӗн ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ, учета илнӗ.