Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, Етӗрне хулинчи пуҫламӑш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта шахмат енӗпе ӑмӑрту иртнӗ, унта Етӗрне округӗнчисем хӑйсен ӑсне кӑтартса тупӑшнӑ.
Шахмат енӗпе муниципаллӑ округсенче ӑмӑртусем час-часах иртеҫҫӗ. Ку хутӗнче ҫак спорт тӗсӗпе Етӗрне тӑрӑхӗнче тупӑшнӑ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, арҫынсем хушшинче яланхи пекех Вячеслав Петров пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ. Иккӗмӗш Геннадий Иванов пулнӑ, виҫҫӗмӗш — Александр Альгешкин. Хӗрарӑмсем хушшинче малти вырӑна Диана Пушкарева йышӑннӑ, Иккӗмӗш Анастасия Игнатьева пулнӑ, виҫҫӗмӗш вырӑн вара Юлия Еремкинӑна лекнӗ. Ачасем те ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Арҫын ачасене илсен Савелий Антонова ҫитекенни пулман, хӗрачасене илсен — Валерия Ярабаевӑна.
Ҫӗнтерӳҫӗсене хисеп хучӗсем панӑ, ҫавӑн пекех ятарлӑ кӳлепесемпе те чысланӑ.