Утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Чӑваш Енре "Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье" конкурс иртӗ. Пирӗн пата Атӑлҫи федераци округӗнчи 139 ашшӗ-амӑшӗпе ачисем килӗҫ.
Конкурсра ҫемьесем хӑйсемпе паллаштарӗҫ, пултарулӑхне кӑтартӗҫ, регионӗ пирки каласа кӑтартӗҫ.
Конкурса хутшӑнакансем Шупашкарпа та паллашӗҫ: Чӑваш наци музейне, "Шупашкар" хурал карапӗ ҫине кайса курӗҫ.
Утӑн 8-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетре Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ. Пирӗн республика чысне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Никитинсем-Чучаковсем хӳтӗлӗҫ.