Шупашкарта ретротехника куравӗ иртӗ. Хула администарцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ун пек калӑпӑшлӑ та пысӑк курав унччен пулман.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Машины времени» (чӑв. Вӑхӑт машинисем) II курав «Амазони» этнокомплексра ҫӗртме уйӑхӗн 10-12-мӗшӗсенче иртӗ. Ҫав вӑхӑтра унта 200 ытла единица ретротехника вырӑн тупӗ: XX ӗмӗрти автомобильсем, мотоциклсемпе мопедсем.
Куракансем валли чӗрӗ рок-музыка янӑрӗ, Колумбинчи каскадёрсен шоувӗпе киленме май килӗ.
Ретроавтомобиль пуррисене https://parkamazonia.ru/mashinyvremeny сайтра заявка пама сӗнеҫҫӗ. Ку ӗҫе ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен туса ӗлкӗрмелле.
Парк территорине кӗнӗшӗн тата курава хутшӑннӑшӑн укҫа тӳлемелле мар.