Паянтан республикӑра пушарпа кӗрешмелли уйрӑм режим пуҫланнӑ. Вӑл ятарлӑ хушу тухиччен вӑйра пулӗ.
Паянтан вӑрманта тата ун ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Ҫавӑн пекех вӑрман, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсен ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунтарнишӗн явап тытма тивӗ.
Куншӑн ахаль ҫынсене - 20 пин таран, должноҫри ҫынсене - 60 пин таран, организацисене 800 пин таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.