Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Отличник пулмасан та пултарӑн, патриот вара — пулмаллах!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Иван Саландаев 24.01.2023 21:04 | 4961 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Вӗренӳ

Журналист шухӑшӗ

Пушӑ вӑхӑт нумай та пенсире, тепӗр чух Интернета кӗрсе тӗрлӗ хыпарпа паллашатӑп. Ӗлӗкрех алран кӗнеке каймастчӗ, халӗ эрнере пӗрре тытатӑп-и ӑна, ҫук та-и...Хам юратакан кӗнекесене темиҫе хут та вуласа тухнӑ, хальхи нумай ҫыравҫӑн хайлавӗ вара чуна пырсах пӗтмест. Тӑван ҫӗршыва, атте-аннене, хамӑр ҫуралса ӳснӗ тавралӑха юратма хистекен —хавхалантаракан произведенисем питӗ сахал. Патриотизм теми халӗ «модӑра» мар: чӑн малти вырӑнта—укҫа, укҫа, укҫа... Ас тӑватӑп-ха, журналистсемпе ирттерекен тӗл пулусенче те пире: «Ҫамрӑксене укҫа тума вӗрентекен статьясем ытларах ҫырмалла, паян тӗп вырӑнта предприниматель пулмалла», — тетчӗҫ. Пӗр пысӑк пуҫлӑх вара шавах хӑй ача чух пасарта ҫырла сутса укҫа тунипе мухтанатчӗ. Пуҫларӑмӑр вара ҫырма: районти пӗр предприниматель те хаҫатра вырӑн йышӑнмасӑр юлмарӗ пулмалла. Пӗрремӗш страницӑра— суту-илӳҫӗсен пысӑк портречӗ, иккӗмӗшӗнче — ун ҫинчен мухтаса ҫырнӑ очерк е тӗрленчӗк, виҫҫӗмӗшӗнче — интервью...

Капла хирӗҫлесе ним те калас теместӗп-ха эпӗ: хальхи саманара укҫа патша вырӑнӗнче пулни вӑрттӑнлӑх мар. Анчах чуна ыраттараканни те пур: яланах укҫа ҫинчен шухӑшласа эпир уй-хирте, фермӑра, предприятире чунтан тӑрӑшса вӑй хуракан ҫынсем ҫинчен мансах кайрӑмӑр. Ӗнтӗ миҫе ҫул ӗнтӗ районти механизаторсемпе выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен ӑмӑртӑвне (паян «ӑмӑрту» сӑмах та манӑҫса пырать— авт.) кирлӗ пек йӗркелейместпӗр, уяв умӗн фермерсем пӗрер-икшер ҫын кандидатурине сӗннӗ хыҫҫӑн вӗсене «ҫӗнтерӳҫӗ» тесе чыслатпӑр та, «ӗҫ турӑмӑр» — тетпӗр. Пӗччен чупса «ӑмӑртура мала тухрӑм», — тенӗ пекех...

Чӑн-чӑн ӑмӑрту урӑхларах пулмалла вӗт-ха: кайри мала тухассишӗн тӑрӑшатӑр, Хисеп грамоти те ахаль хут ҫеҫ мар, хавхалантаракан вӑй пултӑр.

СӐМАХА Интернет пирки пуҫларӑм пулсан, ҫак кунсенче вуласа чуна ыраттарнӑ хыпара сире те пӗлтерем. «Иртнӗ эрнекун Амур облаҫӗнчи шкул ачисем Ҫӗнтерӳ лапамӗнче вырнаҫтарнӑ пилӗк фронтовик сӑн ӳкерчӗкне ҫапса ҫӗмӗрнӗ,— тенӗ унта. Видеосӑнав пулӑшнипе шкул ачисене тупса палӑртма май килнӗ. Прокуратура тӗрӗслев ирттерет.

Ҫак лайӑх мар хыпара сӳтсе явакансем пурте тенӗ пекех хытӑ тарӑхнине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем ачасен ашшӗ-амӑшне, шкул коллективне патриотизм ӗҫне юхӑнтарса янишӗн айӑплаҫҫӗ. «Ҫак ачасене Ҫӗнтерӳ лапамӗнче пӗтӗм халӑх умӗнче пиҫиххипе ҫаптармалла»,— текенсем те пур. Ашшӗ-амӑшне ачисен тискерлӗхӗшӗн пысӑк штраф тӳлеттерме сӗнеҫҫӗ.

Чӑнах та, мӗн патне ҫитсе пыратпӑр капла? Тӗрлӗ хулара Ӗмӗрхи ҫулӑма юрпа пере-пере сӳнтереҫҫӗ, ҫак вут ҫинче шашлӑк ӑшалаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗ-салтака асӑнса лартнӑ палӑка ҫунтарса яраҫҫӗ. Хӑрушӑ!

Таҫти ют патшалӑхра мар, хамӑр ҫӗршыврах пулса иртет ҫак тискерлӗх. Шкул сакки ҫинченех укҫашӑн ҫунма хӑнӑхса ӳсекен ачасемшӗн паян ҫвяттуй япала нимӗн те юлмарӗ-ши ӗнтӗ?

Шкул пӗтернӗренпе нумай ҫул иртрӗ пулин те эпӗ Игорь Шаферан поэтӑн «Комсомольская традиция» сӑввине паян та асра тытатӑп:

«Время подвигов пламенных

Не уйдет в забытье!

Жизнью честной и праведной славим

Время свое!

Есть традиция доброе в комсомольской семье:

Раньше думай о Родине,

А потом о себе!»

Шел, паянхи ачасем пӗлмеҫҫӗ ҫак сӑвва, мӗншӗн тесен ӑна шкул программине те кӗртмен. Ҫаплах Александр Фадеевӑн «Молодая гвардия» романне те кӑларса пӑрахнӑ. Нацистсем тискеррӗн асаплантарса вӗлернӗ Олег Кошевой, Ульяна Громова, Любовь Шевцова тата ытти ҫамрӑк гвардеецсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен ачасем нимӗнех те калаймаҫҫӗ. Ҫапла вара, Аслӑ Ҫӗнтерӳ мӗн тери пысӑк хӗн-асаппа туптаннине те ӑнланса илеймеҫҫӗ.

Программӑра Борис Полевой писателӗн «Повесть о настоящем человеке» произведенийӗ те вырӑн тупайман. Пирӗн ӑрушӑн ҫак кӗнеке паттӑрлӑх урокӗ пулнӑ, эпир чӑн-чӑн ҫын мӗнле пулмаллине чунтан хумханса чӗрене илнӗ.

Валентин Катаеван «Сын полка» повеҫӗ кама чӑрмантарнӑ-ха тата? Полк ывӑлӗн —Ваня Солнцовӑн — ырӑ сӑнарӗ вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ темиҫе ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентнӗ.

Программӑран Аркадий Гайдарӑн «Тимур и его команда» повеҫне те кӑларса ывӑтнӑ. Паян эпир ачасем мӗншӗн ваттисене пулӑшасшӑн пулманнинчен тӗлӗнетпӗр. Мӗн тӗлӗнмелли: ырӑ чунлӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулма вӗрентместпӗр вӗт-ха вӗсене, кӗнекере вуламасан, илемлӗ фильмра курмасан ачасем «тимуровец» сӑмах мӗне пӗлтернине те пӗлмесӗр ӳсеҫҫӗ.

Константин Симонован «Живые и мертвые» романне, фронтра ҫырнӑ ҫулӑмлӑ сӑввисене ачасем ан вулаччӑр тесе мӗнле «ӑслӑ пуҫ» ҫав таранччен тӑрӑшнӑ-ши?

Париотизм произведенийӗсене Варлам Шаламовпа Александр Солженицинӑн лагерьти-тӗрмери хайлавӗсемпе улӑштарни ачасене Тӑван ҫӗршыва юратма ним чухлӗ те вӗрентеймӗ. Пачах урӑхла, пирӗн ҫӗршыв утса тухнӑ мухтавлӑ ҫулсене хисепсӗре кӑларма ҫеҫ пулӑшӗҫ. Ку— ман шухӑш ҫеҫ мар, районти нумай ҫынран илтнӗ эпӗ Солженицинпа Шаламова чапа кӑларма тӑрӑшнине хытӑ сивленине.

«ПАТРИОТИЗМ, патриотизм»,—тетпӗр, тем пек чуна ыраттарса калаҫсан та пурнӑҫра ырӑ улшӑнусем пулнине сахал куратпӑр-ха. Патриотизм туйӑмне шкулта ҫулталӑкра пӗрре «Зарница» вӑйӑ ирттернипе ҫеҫ туптама йывӑр, Калашников автоматне питӗ хӑвӑрт сӳтсе пуҫтарни те ачасен ӑс-тӑнне Тӑван ҫӗршыв енне ҫавӑрма нумаях пулӑшаймӗ. Пирӗн пурсӑмӑрӑн та: «Раньше думай о Родине, а потом о себе!» — сӑмахсене чӗре патне йышӑнса ӗмӗр тӑршшӗпех асра тытмалла.

 

Ив. Саландаев

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#патриотизм, #истори, #вӗренӳ, #ачасем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Каллималлин // 2301.74.9593
2023.01.28 16:45
Шухăшĕсем айван, татăк-кĕсĕк, ĕнентермеççĕ.
Agabazar // 1775.82.7709
2023.01.28 18:22
Agabazar
Шухăш мар ку. Ирĕклĕ çырав теççĕ ăна.

Автор хăй еплерех «ирĕклĕн» çырма пултарнине кăтартасшăн.
Евразиец // 3592.88.7110
2023.01.29 14:01
Очень хочется узнать, а что понимает под словом "патриот" и "патриотическое воспитание" Иван Саландаев? И что, и чего хочет "Чувашский народный сйат" напечатав такую заметку И.Саландаева?
Каллималлин // 2301.74.9593
2023.01.29 15:22
"Архипелаг ГУЛАГ" кĕнекене В. Путин Наталия Солженицинăпа тĕл пулнă хыççăн программăна кĕртнĕ. И. Саландаев çакна пĕлсе тăнă çĕртенех мĕнлерех çаптарать! Оппозиционерсен тĕлĕннипе сăмсисем юхса анма пултарăççĕ.
ялтан // 2301.74.9593
2023.01.30 13:45
Автор Сталин вăхăтĕнчи суя патриотизм патти ăшне шăна пек кĕрсе ÿкнĕ: хăрах тяппине туртса кăларать, тепри кĕрсе ларать. Çуначĕ пулман та пуль ун е тахçанах типсе ларнă.
Agabazar // 3352.08.1285
2023.01.30 19:01
Agabazar
Салантай асăннă хайлавсене кăçалхи сентябрьтен шкул программине кĕртме йышăннă пулмалла.

Солженицынăн хайлавне программăран кăларса пăрахасси пирки те пĕрре мар сăмах хускатнă «çÿлте».

Салантай вара вĕтĕр-шакăр çеç, кÿрентерес тесе мар калатăп.
ялтан // 2607.57.1421
2023.01.31 08:49
Программăна тепĕр хут кĕртни юхса кайнă шывпа çăвăнса курас тени пулать ĕнтĕ. Хăтланăр такама юрас тесе, анчах хальхи ачасем ăна пурпĕрех йышăнас çук. Сталина чĕртсе таратасшăн хăшĕсем, вĕсемшĕн çакă чăн-чăн романтика пулмалла. Коммунизмăн пăнтахнă лозунгĕ - "раньше думай о Родине"... Но "о себе" думать вряд ли позволят.
Базиль Кириллов // 7698.6.3493
2023.01.31 14:38
Саландаева пуклакрах ача иккенне пĕлĕп, анчах çав таринччен тăнран кайнине ĕнĕнес те килмест.
Алексин // 7698.6.3493
2023.01.31 18:42
Саландаева ăслă-танлăçынах тесе шутланăччĕ, апла мар иккен.
Евразиец // 3592.88.7110
2023.02.02 19:55
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.12-мӗш пункт)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем