Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Карапай Шӑмӑршӑ ялӗ тӗлӗнче «Опель» ҫӑмӑл автомашина водителӗ урапа айне пулса вилнӗ. Ҫулпа пыракан «КамАЗ» автомобилӗн прицепӗн сулахай енчи хыҫалти урапи вӗҫерӗнсе тухса ӳкнӗ. Урапа тиев турттармалли «Мерседес» автомобиль ҫине пырса ҫапӑннӑ, унтан — «Опель» автомашина ҫине. Ҫӑмӑл автомобилӗн айккинчи кантӑкӗ ванса пӗтнӗ, 52 ҫулти водитель инкек вырӑнӗнчех вилнӗ, 53 ҫулти пассажир-хӗрарӑм аманнӑ. «КамАЗ» инкек вырӑнӗнчен 2 километр кайса ӗлкӗрнӗ, унтан ӑна тытса чарнӑ. Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, урапа тухса ӳкнине вӑл сисмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |