Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта маршрутка инкеке лекнӗ. Салонти пассажирсенчен пӗри, хӗрарӑм, аманнӑ. Инкек Терешкова тата Винокуров урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкекшӗн ҫӑмӑл машина айӑплӑ. «Кашкай» автомобиль водителӗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухнӑ чухне «Рено» машинӑна ирттерсе яман. «Рено» автомбиль ҫавна пула маршрутка ҫине пырса ҫапӑннӑ. Пассажирсенчен пӗри, хӗрарӑм, хытах аманса пӗтнӗ. Ӑна больницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |