«Сибирьмедиа» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Якутири темиҫе ялта «Госуслуги» сайт урлӑ йӗркеленӗ хӑш яла чи малтан интернет кӗртессине палӑртакан сасӑлава хутшӑнаймаҫҫӗ. Онлайн-сасӑлава хутшӑнмашкӑн интернечӗ кирлӗ имӗш, анчах вӑл вӗсен ҫук, пур пулсан та ҫыхӑну хӑвӑртлӑхӗ питӗ пӗчӗк, сасӑлама вӑл ҫителӗксӗр.
Вырӑнти парламент сессийӗнче ҫак ҫитменлӗх пирки Елена Голомарева депутат каласа панӑ. «Инҫетри ялсенче пурӑнакансем ҫырнӑ тӑрӑх ку мӑшкӑлланни евӗрех. Ыйтаҫҫӗ: тӗнче тетелӗпе ҫыхӑну ҫук пулсан интернет кӗртессишӗн мӗнле сасӑламалла? Сасӑлас тесен интернечӗ кирлӗ», — пӗлтернӗ вӑл.
Сасӑламалли тепӗр меслет те пур-ха ӗнтӗ: сасса Мускава почтӑпа ярса пама пулать. Анчах Якутире почта уйрӑмӗсӗр ялсем те ҫук мар. Сӑмахран, Анат Янӑра (Нижнеянскра) унашкалли ҫук.