Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: Компьютерта WhatsApp-па усӑ курас тесен ӗҫлекен смартфон кирлӗ пулмӗ

Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Паллашу Салам. Эпĕ Çтерлĕ (Пушкăрт респ.) хулинчен. Чăвашла калаçакан туссене шыратăп. Ÿ...
Аçтахар Плотников 06.11.2021 14:13 | 372 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ

WhatsApp компани аккаунта хушма хатӗрпе ҫыхӑнтарма май паракан ҫӗнетӳ кӑларма пуҫланӑ, ҫапла май вара тӗп смартфона ӗҫлеттермесӗрех ун ҫинче сообщенисем яма май пулӗ.

GSMArena ҫырнӑ тӑрӑх ҫӗнетӳ Android тата iOS-лӑ хатӗрсемпе усӑ куракансене официаллӑ майпа килме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Раҫҫейре вара хальлӗхе нимӗн те пулса иртмест-ха. Тен, ҫӗнетӳ кӑшт каярах ҫитӗ.

Ку таранччен WhatsApp-па компьютерта усӑ курас тесен тӗп смартфон тӗнче тетелӗпе ҫыхӑннине тӗрӗслемелле пулнӑ.

Ҫӗнӗ функцие чи малтан телефон ҫинче ӗҫлеттерсе ямалла пулӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн аккаунтӑн пур хатӗрсенчи те ҫыхӑнӑвӗсене пӗтерӗҫ, вара кирлӗ хатӗрпе ҫыхӑнтармалла пулӗ. Ҫаксене туса ирттернӗ хыҫҫӑн тӗп смартфонпа мӗн пулнине шута илме тивмӗ, WhatsApp-па туллин усӑ курма май пулӗ.

Аса илтерер, ытти паллӑ мессенджерсем — Viber, Telegram, Discord — тӗп смартфонпа ҫав териех тачӑ ҫыхӑнман, вӗсем телефонсӑр та чиперех ӗҫлеҫҫӗ.

#тӗнче тетелӗ, #ҫыхӑну, #смартфонсем, #Whatsapp

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш шрифчӗсене сӳтсе яврӗҫ
2021, 04, 28
Чӑваш ялӗсене LTE/5G ҫыхӑну ҫитӗ
2021, 09, 02
Фейсбук сервисӗсем йӗркеллӗ ӗҫлемеҫҫӗ
2021, 10, 04
Словарь тӗлӗнтернӗ
2021, 10, 06
«Common Voice» проект чӑвашсем анлӑрах хутшӑнасса шанать
2021, 10, 06

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org