Патӑрьел районӗнчи поликлиникӑра юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Анчах, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, питӗ вӑрах.
Юсав ӗҫӗсене ҫуркунне вӗҫӗнче пуҫӑннӑ. Поликлиникӑна раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫӗнетсе пӗтермелле. Кун валли 39,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ӗҫсене часрах вӗҫлеме, ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнетнӗ поликлиникӑна йышӑнас процедура пуҫланмалла.
Хальлӗхе вара тухтӑрсем пациентсене ача ҫуратмалли уйрӑмра йышӑнаҫҫӗ.