Кӑҫал ҫулла шӑрӑх пулӗ-и? «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем ку ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ҫанталӑк климатпа килӗшӳллӗн пулӗ. Аслатиллӗ шалкӑм ҫумӑр тӑтӑшах ҫӑвас хӑрушлӑх пур.
Унтан шӑрӑх та типӗ ҫанталӑк пуҫланать. Вӑл 3 эрнене тӑсӑлӗ. Ку Европӑра антициклон хуҫаланнипе ҫыхӑннӑ. Виҫҫӗмӗш декада варринче кӑнтӑрла урамра 30 градус ытла ӑшӑ пулӗ.