Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Чӑваш ачи чӑвашах» 6-мӗш фестиваль иртӗ. Вӑл Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче 9 сехетре пуҫланӗ.
Фестивале йӗркелекенсен йышӗнче Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗпе Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа наци ӳнер академийӗ те пур.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие тӑватӑ енпе хутшӑнма пулать: «Вӗрентетпӗр чӑвашла» (чӑваш чӗлхи предметне вӗрентмен учительсем хутшӑнаҫҫӗ, чӑвашла уроксем кӑтартӗҫ); «Савӑнатӑп эп чӑваш пулнишӗн» (кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑхӗн пӗр-пӗр йӑлине кӑтартса парӗҫ); «Сар каччӑпа сарӑ хӗр» (7-9 классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче кӑтартӗҫ); «Тӑвалла пулсан та малалла» (чӑвашлӑх туйӑмне аталантаракан проекта вӗренӳ организацийӗн директорӗ (заведующийӗ) е унӑн ҫумӗ хӳтӗлӗ).