Чӑваш чӗлхи
![]() chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен тата шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫлекен воспитательсен конкурсӗ малалла пырать. Кун пирки ЧР Вӗренӳ институчӗ паян, пуш уйӑхн 10-мӗшӗнче, аса илтернӗ. Конкурс номинацийӗсем: «Ҫӗнӗ мел шутласа кӑларакан учитель» (новатор), «Ӑстаҫӑ учитель», «Ҫамрӑк учитель», «Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗн чӑваш чӗлхипе кӑсӑклантаракан чи лайӑх воспитатель», «Меслетлӗх ӗҫӗсен пултаруллӑ авторӗ». Кунсӑр пуҫне «Тӑван чӗлхен хастар управҫи» ятарлӑ номинаци пӑхса хӑварнӑ. Конкурс материалне чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса тӑратма юрать. Конкурс кӗретсӗр тата кӗретлӗ майпа иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |