Чӑваш Енре пӗр предприяти услам ҫу туса кӑларать, анчах вӑл хут ҫинче кӑна пур. Чӑннипе вара – ҫук.
Вӑл «Адыгейское золотое» ятлӑ, пысӑк сортлӑ, ГОСТпа хатӗрленӗскер имӗш. Анчах Роспотребнадзор асӑрхаттарать: сутлӑха тухнӑ ҫак услам ҫу пахалӑхлӑ мар.
Ҫак услам ҫӑва «ИНСУЛА» тулли мар яваплӑ общество кӑларать, юридици адресӗ – Йӗпреҫ районӗ, Кӗлӗмкасси ялӗ, Кӗпер урамӗ, 2-мӗш ҫурт. Анчах ведомство тӗрӗслев ирттернӗ те унта Чӑвашпотребсоюзӑн «Кулленхи усӑ курмалли таварсен лавкки» вырнаҫнине палӑртнӑ. Унта нимӗнле услам ҫу та ҫук. Ҫитменнине, Роспотребнадзора «ИНСУЛА» ятлӑ предприяти ӗҫлени пирки уведомлени килмен.
Ҫапла майпа ҫак предприяти – мӗлке. Ведомство тӗрӗслев материалӗсене йӗрке хуралӗн органӗсене янӑ.