Апат-ҫимӗҫ
![]() Пирӗн ҫӗршывра сахӑр песукне, кӗрпе-макарона тата ҫӑнӑха виҫсе сутма тытӑнасшӑн. Халӗ ҫавӑн пек тума Роспотребнадзор чарать. Тавар туса кӑларакансем асӑннӑ апат-ҫимӗҫе хутаҫа тултарни хака 10-15 процент ӳстерет тесе калаҫҫӗ-мӗн. Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра сахӑр песукне, кӗрпе-макарона тата ҫӑнӑха ваккӑн виҫсе сутма ирӗк парас йӗркене сӳтсе яваҫҫӗ. Асӑннӑ ыйтӑва татса парассишӗн Роспотребнадзор яваплӑ. Ҫӗнӗлӗхе йышӑнсан маларах асӑннӑ апат-ҫимӗҫе предприятисем хутаҫа тултарса та, тултармасӑр та лавккасене ӑсатайӗҫ. Ҫӑкӑр пӗҫерекенсен союзӗ вара ҫӑкӑра хутаҫа чикмесӗр сутмалла туни хака 5 процент йӳнетме май парассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |