Апат-ҫимӗҫ
![]() dlja-pohudenija.ru сайтри сӑн Шупашкарта хакне хӑпартса ӳстермен тавара сутмашкӑн ятарлӑ лапам йӗркелесшӗн. Унта вӗсене Чаваш Енри апат-ҫимӗҫ фончӗ урлӑ сутасшӑн. Ҫапла пӗлтерет Шупашкар хула администрацийӗ. Паянхи куна илсен, предприяти ҫичӗ тӗрлӗ кӗрпе хатӗрлет. Вӗсен апат-ҫимӗҫ туса кӑларакан икӗ лини ӗҫлет. Вӗсенчен иккӗшне юлашки икӗ ҫулта хута янӑ. Юлашки вӑхӑтра халӑх кӗрпе таврашӗ нумай туянма пуҫланӑ. Ҫавна май цехра икӗ сменӑпа ӗҫлеме тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра кӗрпесене курттӑмӑн закупкӑсен пайӗ урлӑ сутаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кӗрпе таврашне хӑйсен лавккинче, «Пучах» ятлӑскерте, илме пулать. Пӗри Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑра вырнаҫнӑ, тепри – Шупашкарти Николаев урамӗнчи 14-мӗш «а» ҫуртра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |